Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
8 Кӑрлач 2021, 19:15

Петĕр Яккусен пурнăçран уйрăлнă

Чăваш халăх сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх, январь уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, чӗлхеҫӗ, поэт, ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент Петр Яковлевич Яковлев пурнӑҫран уйрӑлса кайнă. Литературӑра ӑна Петӗр Яккусен ятпа пӗлеҫҫӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӑслӑлӑхӑн аслӑ ӗҫченӗ пулнӑ.

Чăваш халăх сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх, январь уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, чӗлхеҫӗ, поэт, ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент Петр Яковлевич Яковлев пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Литературӑра ӑна Петӗр Яккусен ятпа пӗлеҫҫӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӑслӑлӑхӑн аслӑ ӗҫченӗ пулнӑ.

Петӗр Яккусен 1950 ҫулхи июль уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Мӑн Шетмӗ шкулӗнче вӗреннӗ, унтан И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе филологи факультетне кӗнӗ 1990 ҫулта филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ, 1996 ҫулта – доцент.

Вӑл куҫару ӗҫӗпе те тӑрӑшнӑ, ытларах – тӗн литератури енӗпе. Петр Яковлевич «Евангелия от Луки», «Четвероевангелия», «Библия для детей», «Новый Завет» тата ытти кӗнекене чӑвашла куҫарнӑ. Вӑл «Кумаляк», «Эснереш», «Тӑм тӑвайкки вӑййисем», «Уй варринче», «Юман чӗлхи» тата ытти кӗнеке авторӗ.

Петр Яковлевпа кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 9.30-10.30 сехетсенче Шупашкарта Республика пульницин асӑнмалли залра сывпуллашӗҫ.

Читайте нас: