Паян Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Бирск районĕнчи ĕçлĕ çулçÿреве вĕçленĕ май Таса-Троицк хĕрарăмсен мăнастирĕнчи Михаил Архангел чиркĕвне çитсе курнă. Ăна 1783 çулта Галкин тăвĕ çинче туса лартнă. Йывăçран тунă Турă çурчĕ 1842 çулччен упранса тăнă. 1845 çулта Никита Серебряковпа Даниил Балаев купцасен укçи-тенкипе çак вырăнтах чултан çĕнĕ чиркÿ хăпартнă.
1936 çулта чиркĕве хупнă, ăна склад вырăнне усă курнă. Вăрçă хыççăнхи Сталин вăхăтĕнчи лăпкăрах саманара Ĕпхÿ епархинчи 40 чиркÿ тата кĕл тумалли çуртсен шутĕнче чиркĕве тепĕр хут уçнă. Çур ĕмĕр вăл Бирск районĕнче пурăнакансемшĕн ĕçлекен пĕртен-пĕр тĕп чиркÿсенчен пĕри пулса тăнă.
2013 çулта Преосвященнейший Амвросий Нефтекамск тата Бирск епископĕ сĕннĕ хыççăн Вырăс Православи чиркĕвĕн Синочĕ йышăннипе Таса-Троицк мăнастирне хута янă. Хальхи вăхăтра Михаил Архангел чиркĕвне юсаса çĕнетнĕ, хăрарăмсен мăнастирĕ валли çурт туса лартнă, ун йĕри-таврари территорине тирпей-илем кĕртнĕ.
2016 çулта кунта Святейший Кирилл Патриарх пулнă, молебен ирттернĕ. 1953-1954 çулсенче чиркÿре Святейший Кирилл Патриархăн аслашшĕ Василий Степанович Гундяев диакон пулса ĕçленĕ.