Христос çуралнă кунран пуçласа 12 кун хушши тăсăлакан тапхăра халăхра Çветкă (Святки) кунĕсем теççĕ. Мĕншĕн тесе вăл таса кунсемпе, савăнăçпа çыхăннă - Христос çуралнă тата ăна тĕне кĕртнĕ (Кăшарни кунĕ).
Çветкă кунĕсенче типĕ тытмаççĕ. Çак тапхăрта тус-юлташсем патна çÿремелле, уяв ячĕпе саламласа парнесем памалла, Тĕнчене çăлакан килнишĕн савăнса ангелсене символласа кăтартмалла.
Çветкă тапхăрĕнче çемьене, атте-аннене, ачасене ытларах тимлĕх уйăрмалла. Çавăн пекех пĕччен пурăнакан çынсем, камăн тăванĕсемпе çывăх çыннисем çук, çинчен те манмалла мар. Унсăр пуçне православи христианĕсем мĕн авалтан çак вăхăтра ыркăмăллăх ĕçĕсем тунă. Христос çуралнишĕн савăнса хăвăн телейне ытти çынсемпе пайлама тăрăшмалла, вĕсемшĕн кирлĕ те сăваплă ĕçсем тумалла.
Чылайăшсем Çветкă вăхăтĕнче ача çурчĕсемпе больницăсене çитме, ыркăмăллăх концерчĕсем йĕркелеме кăмăл тăваççĕ. Раштав ячĕпе тăлăхсемпе чухăнсене саламлаççĕ, парнесемпе тивĕçтереççĕ.
Çветкă каçĕсенче мĕн тума юрамасть-ха? Чăн малтан юмăç пăхма тăхтаса тăмалла. Тĕрĕссипе, чиркÿ Çветкă вăхăтĕнче çеç мар, ытти чухне те юмăç пăхнине тата çакăн йышши пулăмсене ырламасть.
Çветкă январь уйăхĕн 18-мĕшĕнче Кăшарни сочельникĕпе вĕçленет. Çав кун çирĕп типĕ тытмалли кун шутланать, кунĕпе ĕçме те, çиме те юрамасть.