Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
9 Кӑрлач 2021, 14:30

Пушкăртстан вăрман лаптăкĕсене çĕнетмелли плана ирттерсе пурнăçланă

2019 çултан пуçласа Пушкăртстан «Вăрмансене сыхласси» федераллă проекта хутшăнать. Унăн тĕп тĕллевĕ 2024 çул тĕлне касса тĕп тунă вăрмансене çĕнĕрен йывăçсем лартас шайлашăва 100 процента çитересси пулса тăрать. 2020 çулта çак кăтартăва пирĕн республикăра планпа палăртнинчен ирттерсе пурнăçа кĕртнĕ – вăрмансене каснă хыççăн çĕнетесси 106,5 % танлашнă.

Вăрман фондне çĕнетес тесе иртнĕ çул регионта 14,9 пин гектар лаптăк çинче йывăçсем лартнă, планпа 14,2 пин гектар пулнă. Чи нумай йывăçсем лартнă районсен шутне Зилаир, Белорецк, Караидель, Баймак,Бурзян кĕреççĕ. Уйрăмах çак тăрăхсенче вăрмана касса чĕр тавар туса кăларасси анлă аталаннă.
Çавăн пекех касса е тĕрлĕ сăлтавсене пула пушаннă вăрманлă вырăнсене çĕнетме 2 пин тонна вăрлăх хатĕрленĕ. Ку вăл планпа палăртнинчен 122 процентпа танлашать.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: