Паян, январь уйăхĕн 10-мĕшĕнче, 14 00 сехетсенче Кропачево – Мясегутово – Ачит автоçулăн 36-мĕш çухрăмĕнче икĕ Ford Transit автобус хире-хирĕç пырса çапăннă. Регионти патшалăх автоинспекцийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, пĕр автобусĕ Большеустикинское ялĕнчен Ĕпхÿ еннелле килнĕ, тепри çав маршрутпах каялла кайнă.
- Хальхи вăхăтра çул çинчи инкеке пула икĕ çын вилни паллă: пĕр хĕрарăм тата 6 çулхи ача. Вун пĕр суранланнă пассажира медицина пулăшăвĕ памалла пулса тухнă, - тесе çирĕплетнĕ ПР Çул çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцинче.
Пăтăрмах пулса иртнĕ вырăнта полици ĕçченĕсем ĕçлеççĕ, инкек сăлтавне уçăмлатаççĕ.