Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
10 Кӑрлач 2021, 15:25

М-5 «Урал» федераллă çулăн хăш-пĕр пайĕсене хупнă

М-5 «Урал» федераллă автоçул çинче (Мускав – Рязань – Пенза – Самара – Ĕпхÿ – Челябинск) паян, январь уйăхĕн 10-мĕшĕнче, 11 00 сехетрен пуçласа пысăк çăк турттаракан автомобильсене хăш-пĕр вырăнсенче вăхăтлăха çÿреме чарнă. Çакăн пек мера çанталăкăн начар условийĕсене пула (çил-тăман тата вăйлă юр çуни) йышăннă тесе пĕлтернĕ «Кăнтăр Урал» çул-йĕр управленийĕнче.

Автомобильсене çÿреме чарнă çулсен пайне 1548 + 651 çухрăмсем (Пушкăртстанпа Челябинск облаçĕ чикĕленнĕ вырăн) – 1799 +000 çухрăмсем (Чебаркуле пăрăнмалли вырăн) кĕреççĕ.
Çак чару мери январь уйăхĕн 10-мĕшĕнчи 24 00 сехетчен тăсăлмалла тесе пĕлтернĕ «Башинформ» агентство хăйĕн аллинче пур документсем çине тайăнса. Анчах та çанталăк лăпланмасан ăна тăсма та путараççĕ имĕш.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: