Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
10 Кӑрлач 2021, 16:25

Пушкăртстанра 26 газ автозаправка станцийĕ уçăлĕ

Пушкăртстанра автомобильсене газпа çÿретессине аталантарас тесе çулсерен системăллă ĕçсем туса ирттереççĕ. Кунта ытларах метанпа усă кураççĕ. 2022 çул вĕçĕ тĕлне республикăра 26 газ пухмалли компрессор станцийĕ (АГНКС) хута яма палăртаççĕ. Вĕсене тума федераллă тата республика бюджедĕнчен укçа-тенкĕн пĕр пайне уйăрса пама палăртнă.

2020 çулта федераллă хыснаран килнĕ нухратпа (246 млн тенкĕ) пĕтĕмĕшле усă курнă. Çичĕ станцине хута янă çĕрте кашниех 40 млн тенкĕ субсиди илме пултарнă.
Паянхи кун Пушкăртстанра 4500 ытла автотехника экологи енчен таса топливăпа, метанпа, ĕçлет. Транспорт çинче газпа усă курассипе пирĕн республика çĕршывра малтисен шутне лекнĕ. 2019 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, вăл автотранспорт çинче çутçанталăк газĕпе усă курса малти пилĕк регионтан пĕри шутланать. Пирĕнпе юнашар çак енĕпе Краснодарпа Ставрополь крайĕсем, Тутарстан тата Ростов облаçĕ малта пыраççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: