Пур хыпар та
Новости
11 Кӑрлач 2021, 13:55

Ĕпхÿ 2030 çулхи хĕллехи Олимпиадăна ирттерме заявка парĕ

Пушкăртстанăн тĕп хули тепĕр тăхăр çултан хĕллехи Олимп вăйисене йышăнма хатĕр пулнине пĕлтернĕ. «Подслушано в Башкирии» телеграмм-канал пĕлтернĕ тăрăх, çакăн çинчен Ĕпхÿ 450 çул тултарнă тĕле халалланă мероприятисене хатĕрленнĕ май пĕлме май килнĕ.

2030 çулхи хĕллехи Олимп вăйисем шучĕпе çирĕм улттăмĕш пулаççĕ. Çирĕм пиллĕкмĕш Олимпиада ăçта иртесси паллă – ăна Италири Милан тата Кортина-д,Ампеццо хулисенче йĕркелеççĕ. Тĕнче шайĕнчи пысăк событи 2026 çулхи февраль уйăхĕн 6-мĕшĕнче пуçланмалла.
Юрий СНЕГОПАД.