2020 çулта Пушкăртстанра наци проекчĕсен мероприятийĕсене пурнăçа кĕртме 30‚9 млрд тенкĕ уйăрнă. Çав шутра федераллă хыснаран 20 млрд тенкĕ. Çакна Пушкăртстан правительствин премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ - ПР Правительство Аппарачĕн ертÿçи Илшат Тажитдинов пĕлтернĕ.
Илшат Тажитдинов палăртнă тăрăх‚ наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн иртнĕ çул республикăра 24 ача сачĕпе 5 шкул хăпартнă. Унсăр пуçне 110 фельдшерпа акушер пункчĕ уçнă‚ республика шайĕнчи онкодиспансерăн хирурги корпусĕ çумĕнче тĕксе тунă çурта хута янă. Çулталăк хушшиче республика больницисемпе поликлиникисене 200 ытла çĕнĕ медицина оборудованийĕпе тивĕçтернĕ. Вĕсен шутĕнче КТ тата МРТ аппарачĕсем те.
Наци проекчĕсене пурнăçланă май 103 обществăлла территорине тирпей-илем кĕртнĕ. Çавăн пекех Ишимбай‚ Бирск тата Пелепей хулисенче хăтлă хула хутлăхĕсем йĕркелессипе Пĕтĕм Раççейри конкурс шайĕнче виçĕ пысăк проекта пурнăçа кĕртнĕ.
Унсăр пуçне иртнĕ çулхине регионта 305 çухрăм çула тĕпрен юсанă‚ 2‚450 млн тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă‚ 888 социаллă пĕлтерĕшлĕ объекта интернет сечĕпе çыхăнтарнă тесе çирĕплетнĕ Пушкăртстан правительствинче.