Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
12 Кӑрлач 2021, 18:16

Ĕпхÿре Кашарнире шыва кĕме 7 вырăн хута ярĕç

Январь уйăхĕн 19-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Турă шыва кĕнине (Кăшарни) паллă тăваççĕ. Вăл тĕн уявĕсенчен пысăкки шутланать. Çак кун нумайăшсем юхан шывра е кÿлĕре касса тунă вакра шыва кĕреççĕ.

Январь уйăхĕн 19-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Турă шыва кĕнине (Кăшарни) паллă тăваççĕ. Вăл тĕн уявĕсенчен пысăкки шутланать. Çак кун нумайăшсем юхан шывра е кÿлĕре касса тунă вакра шыва кĕреççĕ. Ĕпхÿ хулинче кăçал та ытти çулсенчи пекех çичĕ районта пăра касса шыва кĕмелли вырăнсем хатĕрлеççĕ тесе пĕлтернĕ хула мэринче. Вĕсем çак вырăнсенче пулаççĕ: - Тим (Дема) районĕнчи Кустаревск кÿллинче; - Калинин районĕнчи Князевка ялĕнче, Ĕпхÿ юхан шывĕ çинче; - Киров районĕнчи «Юность» бассейн çывăхĕнче, Шуратăл çинче; - Ленин районĕнчи Нижегородка микрорайонта, Шуратăл çинче; - Октябрьск районĕнчи Сипайлово микрорайонти «Берег Солнца» пляжра, Шуратăл çинче; - Орджоникидзе районĕнчи «Биатлон» спортпа сывлăха лайăхлатмалли комплексра, Шуратăл çинче; - Советский районĕнчи Иван Якутов ячĕллĕ паркри Салтак кÿллинче. Çынсем шыва кĕрекен вырăнсенче васкавлă пулăшу, çăлавçăсен, полици тата Хулари обществăлла хăрушсăрлăх центрĕн ĕçченĕсем дежурство йĕркелеççĕ. Ваксене анма тата шыва кĕме ятарлă пусмасемпе тыткăчсем вырнаçтараççĕ. Унсăр пуçне хывăнса тăхăнмалли тата ăшăнмалли палаткăсем, вĕри чей ĕçмелли вырăнсем пулĕç. Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: