Урал сасси
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
12 Кӑрлач 2021, 19:00

Пушарсенче 12 çын пурнăçĕ татăлнă

Кăçал çулталăк пуçланнăранпа паянхи кун тĕлне пирĕн республикăра 194 пушар тухнă‚ вĕсенче 12 çын вилнĕ тесе пĕлтернĕ Пушкăртстан Республикинчи чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн пресс-службинче.

Ведомствăра палăртнă тăрăх‚ çак тапхăрта электричество оборудованисемпе тĕрĕс мар усă курни вут-çулăм инкекĕсен чи анлă сарăлнă сăлтавĕ пулса тăнă.
Юлашки пушар январь уйăхĕн 11-мĕшĕнче Давлекан районĕнче тухнă. Унта 52 çулхи арçын инкек курнă. Халĕ ĕç-пуçăн сăлтавне уçăмлатса парассипе ĕçлеççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: