Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
12 Кӑрлач 2021, 11:25

Владимир Путин Пушкăртстан прокурорĕн пĕрремĕш заместительне палăртнă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Пушкăртстан прокурорĕн пĕрремĕш çумне çирĕплетесси çинчен калакан указа алă пуснă. Вăл - Казахстанра çуралса ÿснĕ 41 çулхи Александр Грязников.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Пушкăртстан прокурорĕн пĕрремĕш çумне çирĕплетесси çинчен калакан указа алă пуснă. Вăл - Казахстанра çуралса ÿснĕ 41 çулхи Александр Грязников.
Прокуратура органĕнчи службăна Александр Александрович 18 çул илсе пырать. Омскри патшалăх университетне пĕтернĕ. Виçĕ çул следователь пулса ĕçленĕ. 2014 çулта Архангельск облаçĕнчи прокуратурăна аслă помощник тивĕçĕсене пурнăçлама куçарнă. 2017 çултанпа Архангельск прокуратурине ертсе пынă.
Республика прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Александр Грязников надзор органĕн хисеплĕ ĕçченĕ шутланать. Ăна «Саккуна шанчăклă пулнăшăн» III степень паллăпа наградăланă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: