Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
12 Кӑрлач 2021, 19:20

Яна Габбасова «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ артистки» ята тивĕçнĕ

Пĕрремĕш каналпа пыракан «Голос» шоу 9-мĕш сезонĕн çĕнтерÿçи Яна Габбасова Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ артистки пулса тăнă.

Пĕрремĕш каналпа пыракан «Голос» шоу 9-мĕш сезонĕн çĕнтерÿçи Яна Габбасова Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ артистки пулса тăнă. Асăннă савăнăçлă хыпара çамрăк артистка Инстаграмри хăйĕн страницинче пĕлтернĕ.
Юрăçăна çак хисеплĕ ята Радий Хабиров панă. «Çакă маншăн пысăк чыс!» республика пуçлăхне тав туса çырнă хĕр социаллă сетьсенче.
Яна Габбасова Нефтекамск хулинче çуралнă. Вун çичĕ çулхи хĕр çĕршыври тĕп вокал проектăн юлашки тапхăрне иртнĕ. Çамрăк юрăçă сăмахĕсем тăрăх‚ вăл «Голос» шоу хыççăн хăй юрă çырма‚ çынсене вĕсемпе савăнтарма палăртать.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: