Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
13 Кӑрлач 2021, 13:05

2021 çулăн тĕп политика тĕллевĕсене палăртнă

РФ Патшалăх Думин суйлавĕпе тата Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕпе çыхăннă событисем 2021 çулăн тĕп политика тĕллевĕсем пулса тăраççĕ тенĕ ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров республика Правительствинче иртнĕ оперативлă канашлура.

РФ Патшалăх Думин суйлавĕпе тата Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕпе çыхăннă событисем 2021 çулăн тĕп политика тĕллевĕсем пулса тăраççĕ тенĕ ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров республика Правительствинче иртнĕ оперативлă канашлура.
- Апрель уйăхĕнче çĕршывра Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ иртĕ. Çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Вăл пирĕн республикăра пурăнакан халăхăн шутне тата унăн пахалăх структурине кăтартса парĕ‚ - тенĕ регион ертÿçи. - Çырав кăтартăвĕсем хуласемпе районсенче тĕрĕс те шанчăклă йышăнусем тума май парĕç. Демографи ларăвне тивĕçлипе хак парас тесен тĕрĕс шутламалла. Граждансен те çырав кампанин тĕллевĕсене йăлтах ăнланмалла.
Радий Хабиров Пушкăртстан пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçине Александр Сидякина халăх çыравне ирттерме тĕплĕн хатĕрленме‚ переписчиксен хăрушсăрлăхлă ĕçне йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухма хушу панă.
2021 çулхи кĕркунне çĕршывра Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсене суйласси иртĕ.
- Çитес суйлавсем патшалăхăн малашнехи аталанăвне палăртаççĕ. Çавăнпа кунта пурин те пĕр тĕвве пухăнса ĕçлемелле‚ - палăртнă Радий Хабиров. - Тĕп суйлав комиссипе муниципалитетсен пуçлăхĕсем суйлав комисси участокĕсен ĕçне уçăмлă йĕркелемелле.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: