Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
13 Кӑрлач 2021, 14:05

Браконьерсем пилĕк миллион ытла тенкĕлĕх вăрман каснă

Пушкăртстанри Вăрман хуçалăх министерстви территори уйрăмĕн полици ĕçченĕсемпе‚ ПР Патшалăх техника надзорĕн испекцийĕпе‚ обществăлла инспекторсемпе тата казахсен пĕрлĕхĕпе пĕрле ноябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен «Чăрăш-2020» профилактика операцийĕ ирттернĕ.

- Операци вăхăтĕнче 2 736 хут рейда тухнă. Чăрăш продукцине хатĕрлекен 394‚8 гектар лапам йышăнакан 377 вырăна йышăннă. Рейдсем вăхăтĕнче саккуна пăсса 30 çамрăк лăсăллă йывăç каснă 22 тĕслĕхе шута илнĕ. Сиен виçи 53 пин тенкĕпе танлашнă‚ - каласа панă ПР вăрман хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Азамат Баев.
Мероприятисен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх‚ чăрăш продукцине сутакан 70 вырăна тĕрĕсленĕ. Çирĕплетмен вырăнта Çĕнĕ çул валли чăрăш продукцине сутнă икĕ тĕслĕхе тупса палăртнă.
- Хыр-чăрăшсене саккуна пăсса каснă‚ вĕсене халăха сутма илсе тухнă тĕслĕхсем пулман. Унсăр пуçне асăннă операци вăхăтĕнче ирĕк панине çирĕплетекен документсем пулмасăр ытти йывăçсене каснă 69 тĕслĕхе регистрациленĕ. Вĕсенчен 33-не администраци йĕркипе пăхса тухнă‚ 36-не 260-мĕш статьяпа килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçарма Пушкăртстан Республикинчи Шалти ĕçсен министерствине панă. Каснă йывăçсен пĕтĕмĕшле виçи 487 кубометрпа‚ çут çанталăка кÿнĕ сиен 5‚65 млн тенкĕпе танлашнă‚ – пĕлтернĕ Вăрман хуçалăх министерствин пресс-службинче.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: