Январь уйăхĕн 1-10-мĕшĕсенче каяшсем турттарма уйăрнă 450 единица техники явăçтарнă. Министр сăмахĕсем тăрăх‚ коммуналлă хытă каяшсемпе ĕçлекен регионти операторсем кану тата уяв кунĕсенче каяшсене вăхăтлă илсе тухнă. Çынсем «Хулана тасатмалли ятарлă автохуçалăх» МУПпа «Эко-Сити» регионти операторсене контейнер лапамĕсем тулнă тесе сайра хутра шăнкăравланă. Сиксе тухнă ыйтусене регионти операторсем оперативлă татса пама‚ каяшсене икĕ-виçĕ сехет хушшинче илсе тухма тăрăшнă.
«Инцидент менеджмент» система республикăра пурăнакансенчен каяшсемпе çыхăннă ултă шăнкăрава йышăннă. Тăватă çăхав каяшсем пухмалли лапамсемпе контейнерсем тулли пулнипе çыхăннă.
Паянхи кун тĕлне республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен каяшсене илсе тухассипе çыхăннă ĕçе йĕркеленĕ. Çитме йывăр 174 районти хытă коммуналлă каяшсене эрнере пĕрре илсе тухаççĕ. Республикăра пурĕ 20 154 лапам йĕркеленĕ‚ 54 121 контейнер вырнаçтарнă тенĕ ПР Экологи министерствинче.
Ирида МАТНИЯЗОВА.