Ăна сывлăхлă пурнӑҫ йӗркин никĕсне хывас, физкультурӑпа спорта тата туризма халăх хушшинче аталантарас, ҫавӑн пекех Пушкӑртстан Республикинче медицина пулӑшӑвне лайӑхлатас тӗллевпе йышăннă.
- Çын пурнӑҫӗпе сывлӑхӗ, реабилитаци программи тата ытти ыйтусем - чи пĕлтерĕшли, чи хакли. Ман шутпа, ресурссем кун валли ҫителӗклӗ, - палӑртнă Радий Хабиров январь уйăхĕн 11-мӗшӗнче иртнӗ оперативлă канашлу вăхăтĕнче.
Çавӑн пекех республика пуҫлӑхӗ правительствӑна 2021 ҫулхи мероприятисен планне ҫирӗплетме хушнӑ.
Надежда РОДИОНОВА.