Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
13 Кӑрлач 2021, 13:08

Пушкăртстанра тÿлевлĕ çулсем çинчен çĕнетнĕ закон йышăнаççĕ

ПР Патшалăх Пухăвĕн пресс-служби республикăра тÿлевлĕ çулсем çинчен калакан закона йышăнма хатĕрленнине пĕлтернĕ. «Пушкăртстан Республикинчи автомобиль çулĕсем тата çул-йĕр ĕç-хĕлĕ» закона депутатсем çуркуннехи сессин пĕрремĕш ларăвĕнче çĕнĕлĕхсем кĕртме палăртаççĕ.

ПР Патшалăх Пухăвĕн пресс-служби республикăра тÿлевлĕ çулсем çинчен калакан закона йышăнма хатĕрленнине пĕлтернĕ. «Пушкăртстан Республикинчи автомобиль çулĕсем тата çул-йĕр ĕç-хĕлĕ» закона депутатсем çуркуннехи сессин пĕрремĕш ларăвĕнче çĕнĕлĕхсем кĕртме палăртаççĕ.
Çак çĕнĕлĕхе тÿлевлĕ çулсен инфраструктурине аталантарас тата тÿлевлĕ çулсемпе автомобильсене тÿлевсĕр çÿреме чарас тĕллевпе çырса хатĕрленĕ тесе ăнлантарса панă пушкăрт парламенчĕн спикерĕ Константин Толкачев.
- Иртнĕ çул çакăн пек нормăна Раççей шайĕнче йышăннăччĕ, халĕ эпир те республикăра закона çавăн пекех çĕнĕлĕхсем кĕртетпĕр,- тенĕ вăл.
Патшалăх Пухăвĕнче альтернативлă тÿлевлĕ çулсен тытăмне аталантарни çул-йĕр инфраструктурине çĕнетме тата çул çинчи аварисен шутне чакарма пулăшасса шанаççĕ.
- Хальхи вăхăтра Пушкăртстанра пирĕн тÿлевлĕ автомобиль çулĕсем çук, анчах та хурçă ут хуçисем вĕсен лайăх енĕсене ытти регионсенче пулнă май пысăка хурса хак параççĕ,- пĕлтернĕ Курултай пуçлăхĕ. – Ытлашши хаклах мар тÿлев тунă хыççăн водитель палăртнă вырăна хăвăртрах та хăтлă çитет. Çак сферăра харкам (частный) бизнесне аталантарни пуриншĕн те ырă пулăм пулĕ. Мĕншĕн тесен автомобиль хуçи яланах вырăна çитме тÿлевлĕ е тÿлевсĕр çул суйласа илме пултарать.
Сăмах май, Пушкăртстанра пĕрремĕш тÿлевлĕ çул 2024 çулта хута каймалла. Вăл «Хĕвел тухăç тăкăрлăкĕ» («Восточный проезд») анлă та пĕлтерĕшлĕ проектăн пĕр пайĕ пулĕ. Кунта автоçула туннельпе тата Ĕпхÿ юхан шывĕ урлă тунă кĕперпе çыхăнтарĕç. Çапла майпа М-5 «Урал» федераллă автоçул çине тухма çĕнĕ çул уçăлать. Çакă Ĕпхÿ леш енчи районсене аталанма май памалла.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: