Телее‚ Çтерлĕ хулинчи Бабушкин урамĕнче пулса иртнĕ аварире инкек курнисем тата вилнисем пулман. Январь уйăхĕн 12-мĕшĕнче‚ каçхине‚ «Киа Соренто» машинăпа МТЗ трактор çапăннă. Иккĕмĕш транспортăн çамрăк водителĕ ют çĕршывра туса кăларнă çăмăл машинăна çул паман.
ПР ГИБДД пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ икĕ транспорт та сиенленнĕ. Вăйлă çапăннă пирки трактор икĕ пая пайланнă. Телее‚ çынсенчен никам та шар курман.
Çакна та палăртса хăвармалла‚ çул-йĕр инспекторĕсем юлашки талăк хушшинче виçĕ çул-йĕр инкекĕ регистрациленĕ. Вĕсенче виçĕ çын сиенленнĕ.