Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
13 Кӑрлач 2021, 14:05

В. Путин РФ вĕрентÿ министрĕпе Сергей Кравцовпа тĕл пулнă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин январь уйăхĕн 12-мĕшĕнче РФ вĕрентÿ министрĕпе Сергей Кравцовпа тĕл пулнă май ăна шкул системи онлайн вĕрентÿ мелне епле хатĕрленсе çитни çинчен каласа пама ыйтнă.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин январь уйăхĕн 12-мĕшĕнче РФ вĕрентÿ министрĕпе Сергей Кравцовпа тĕл пулнă май ăна шкул системи онлайн вĕрентÿ мелне епле хатĕрленсе çитни çинчен каласа пама ыйтнă.
- Калаçăва паянхи куншăн çивĕч тăракан ыйтусенчен пуçлас килет. Вĕсенчен пĕри шкул тытăмĕ онлайн вĕрентĕве епле хатĕрленнипе çыхăннă, - тенĕ Раççей лидерĕ тĕл пулăва уçнă май.
В.Путин çут ĕç ертÿçине 2021 çулта пур шкула та хăвăрт интернетпа тивĕçтерме палăртни пирки аса илтернĕ, министра çак ĕç епле пурнăçа кĕни тата министерствăн 2024 çулчченхи планĕсем çинчен пĕлтерсе тăма хушнă.
Сергей Кравцов йăлана кĕнĕ вĕрентĕве пуянлатма пулăшакан цифрăллă вĕрентÿ системине хатĕрлесе çитерни, асăннă вĕрентÿ мелĕ çивĕч лару-тăру вăхăтĕнче питĕ меллĕ пулни, йăлана кĕнĕ вĕрентÿ системине тата та лайăхрах тума пулăшни çинчен пĕлтернĕ.
- Ачасемпе, ашшĕ-амăшсемпе, вĕрентекенсемпе çыхăнма хамăр çĕршыври видеоконференци çыхăнăвĕпе усă куратпăр. Цифрăллă вĕрентÿ хатĕрне пĕтĕмпех тĕрĕсленĕ. Вăл федераллă патшалăх стандарчĕсемпе килĕшсе тăрать, ăна экспертсем тĕрĕслеççĕ, - палăртнă С.Кравцов.
Январь уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне COVID-19 сарăлнипе Раççейри пилĕк шкулта çеç карантин мероприятийĕсем сыхланнă. Ку çĕршыври пур шкулсен 0,01% танлашать. .
Октябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнчен кăшăлвирус инфекцийĕ сарăлнине пула 6-11 классенчи 500 пин ача удаленкăра пулчĕç. Пирĕн республикăра ачасем декабрь уйăхĕнчен çеç парта хушшине ларчĕç. Паян кун тĕлне пур вĕрентÿ заведенийĕнче те сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен йышăннă санитари хăрушсăрлăхĕн мерисем сыхланса юлаççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: