Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
14 Кӑрлач 2021, 19:20

406 пин шăпăрлан пилĕк пин тенкĕлĕх тÿлеве илнĕ

Январь уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне пилĕк пин тенкĕлĕх тÿлеве Пушкăртстанра пурăнакан 406 пин шăпăрлан илнĕ. Çакă республикăри шкул çулчченхи ачасен 100 проценчĕпе танлашать.

Январь уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне пилĕк пин тенкĕлĕх тÿлеве Пушкăртстанра пурăнакан 406 пин шăпăрлан илнĕ. Çакă республикăри шкул çулчченхи ачасен 100 проценчĕпе танлашать.
Асăннă даннăйсемпе регион пуçлăхĕ Радий Хабиров Раççей Президенчĕ Владимир Путин ертсе пынă социаллă ыйтусене хускатнă видеоканашлура хутшăннă май пĕлтернĕ.
- Пирĕн ĕçĕн тĕллевĕ çынсен пурнăçне лайăхрах тăвасси. Апла пулсан социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене чăн малтан татса памалла‚ – палăртнă Владимир Путин.
Канашлăва хутшăнакансем сайра хутра тĕл пулакан чирсемпе чирлекен ачасене эмелсемпе тивĕçтерессипе‚ яслисемпе ача сачĕсенчи вырăнсен шучĕсене ÿстерессипе‚ кĕçĕн классенче вĕренекенсемшĕн тÿлевсĕр вĕри апатланăва йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе явнă.
- Шкулсенче вĕри апатланăва йĕркелессине илес пулсан‚ пирĕн шухăшпа‚ вăл - чи ырă ĕç‚ – тенĕ Радий Хабиров. – Мĕншĕн тесен çак вăхăтчен эпир 22 пин ачана тÿлевсĕр çитернĕ. Паянхи кун вара вĕсен шучĕ 223 пине çитнĕ.
Пушкăртстан пуçлăхĕ палăртнă тăрăх‚ икĕ çул каялла республика шкулĕсене илсе килекен аш-какая анализ тунă. Вăл шкулсенче регионта туса кăларакан аш-какайăн 13% çеç усă курнине кăтарса панă.
- Халĕ шкулсенче 90% таран пирĕн аш-какайпа усă кураççĕ. Паллах‚ эпир Оренбург тата ытти регион ашне туянатпăр. Çапах та пирĕн шкулсенчи апат-çимĕç пахалăхĕ лайăхланнине палăртса хăвармалла. Çакăншăн‚ Владимир Владимирович‚ сире пысăк тав! Ашшĕ-амăшсем те тав тăваççĕ.
2020 çулта Пушкăртстанра 25 ача сачĕ хăпартнă. 2019 çулхи кăтартупа танлаштарсан‚ икĕ учреждени нумайрах. Унсăр пуçне 6 пин тенкĕлĕх шкул çулчченхи сертификата хута янă. Çакă ашшĕ-амăшĕсене хăйсен тĕпренчĕкне лицензиллĕ харпăр ача садне пама май парать. Асăннă пуçарулăх çамрăк çемьесен майĕсене анлăлатма пулăшнă. Пĕтĕмĕшле илес пулсан‚ 2020 çулта социаллă пулăшу пама региона 36 млрд тенкĕ уйăрса панă.
- Пĕтĕмлетсе каласан‚ çул позитивлă пулчĕ. Владимир Владимирович‚ пулăшу панăшăн сире тав тăватпăр‚ – тенĕ Радий Фаритович. – 2020 çулта уйрăмах пулăшу кирлĕ пулчĕ. Эпир çирĕппĕн 2021 çула пăхатпăр.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: