Ведомство пĕлтернĕ информаци тăрăх, «Новиковка» управляющи компани ООО ĕçченĕ тĕп хулари Менделеев урамĕнчи пĕр çуртăн кĕрсе тухмалли подъезд алăкĕ тăрринчи юра тасатнă. Шăпах çав вăхăтра вăл 2,5 метр çÿллĕшĕнчен ÿкнĕ. Суранланнине пула арçыннăн чĕри тапма чарăннă.