Республикăра 2020 ҫулхи 9 уйӑх хушшинче 14854 мӑшӑрлану çирĕплетнĕ. 2019 çулхи çав вăхăтпа танлаштарсан, 4166 мăшăрлану сахалрах. Кун пирки январь уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи брифинг вӑхӑтӗнче республикӑри патшалӑх юстици комитечĕн председателӗ Владимир Спеле пӗлтернӗ.
Уйрăлусене илес пулсассăн, чиновник сăмахĕсем тӑрӑх, вӗсен шучӗ те 2019 ҫулхинчен сахалрах. 2020 çулта 10316 уйрăлу регистрациленĕ пулсан, 2019 çулта - 11361.
Спикер çак пулăма кăшăлвирус инфекцийĕпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру витӗм кӳнине палӑртнӑ.