Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
14 Кӑрлач 2021, 19:40

Социаллă сетьри экстремизмшăн судпа айăпланă

Ĕпхÿ хулинче пурăнакан 38 çулхи арçынна суд «Экстремистла ĕç тума уççăн чĕнсе каланăшăн» статьяпа айăпланă. Хулари Тим (Дема) район сучĕ вăл икĕ çул хушши «ВКонтакте» социаллă сетьре вăхăтран вăхăта çынсене тĕрлĕ наци çыннисене хĕсĕрлеме чĕнсе калакан комментарисем пичетлесе кăларнине тупса палăртнă тесе пĕлтерет республика прокуратури.

Арçын хăйĕн айăпне йышăннă. Суд саккуна пăснă çын асăрханмасăр комментарисем çырнине çирĕплетнĕ, çавна пула тĕрмене лартмасăр çулталăка ирĕксĕр хăварнă. Çак вăхăт уншăн тĕрĕслев срокĕ пулĕ. Унсăр пуçне судпа айăпланă арçыннăн икĕ çул сайтсен администраторĕ пулма тата интернетпа усă курма юрамасть. Хула çыннин тÿрленме шанăç пур.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: