Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
15 Кӑрлач 2021, 12:30

Асăхаттарса тăнине шута та илмен

Çĕнĕ çулти вăрăм канмалли кунсем вăхăтĕнче эрех-сăра продукцине сутассине чакарасси пирки асăрхаттарса тăнине Пушкăртстанри 124 лавкка шута та илмен, йышăннă йĕркене пăснă. Кун пирки ПР Суту-илÿ министерствин пресс-служби пĕлтернĕ.

Çĕнĕ çулти вăрăм канмалли кунсем вăхăтĕнче эрех-сăра продукцине сутассине чакарасси пирки асăрхаттарса тăнине Пушкăртстанри 124 лавкка шута та илмен, йышăннă йĕркене пăснă. Кун пирки ПР Суту-илÿ министерствин пресс-служби пĕлтернĕ.
Аса илтеретпĕр январь уйăхĕн 3-6-мĕшĕсенче республикăра «типĕ саккун» йĕркеленнĕччĕ. Январь уйăхĕн 4-6-мĕш кунĕсенче спирт тытăмлă шĕвексене кăнтăрла хыççăн сутма чарнăччĕ.
«Суту-илÿ точкисем йĕркене пăснине этил спирчĕн производствипе çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан автоматизациленĕ пĕрлĕхлĕ патшалăх информаци системи тĕрĕсленĕ. Раççейĕпе саккуна пăснă 120 субъект тупса палăртнă», - каласа панă ПР суту-илÿ министрĕ Алексей Гусев.
Çĕнĕ çул уявĕсем вăхăтĕнчи сăнавсем хыççăн ПР Суту-илÿ министерствин ĕçченĕсем республикăри хуласемпе районсенчи 83 объекта тĕрĕсленĕ. Мероприяти вăхăтĕнче алкоголь продукцине тăватă суту-илÿ точкинче сутнине палăртнă.
Саккуна пăсни çинчен калакан информаци ПР Суту-илÿ министерствине «Инцидент менеджмент» система урлă çитнĕ, пилĕк информаци шута илнĕ. «Хальхи вăхăтра асăннă предприятисене административлă явап тыттарасси пирки ыйту çĕкленĕ», - пĕтĕмлетнĕ ведомство ертÿçи. Ведомствăра палăртнă тăрăх, алкоголь продукцине сутассипе çыхăннă саккуна пăснă тĕслĕхсем тăтăшах пулса пыман, унта-кунта пĕрре çеç. Саккунпа килĕшÿллĕн должность йышăнакансене 20 пинрен пуçласа 40 пин таран, учрежденисемпе организацисене 100 пинрен пуçласа 300 пин таран штраф кĕтет.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: