Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
15 Кӑрлач 2021, 18:25

«Ералаш» илемлĕх ертÿçи вилнĕ

Мускавра пурнăçĕн 72-мĕш çулĕнче «Ералаш» киножурнал илемлĕх ертÿçи Борис Грачевский чире пула вăхăтсăр вилнĕ.

Мускавра пурнăçĕн 72-мĕш çулĕнче «Ералаш» киножурнал илемлĕх ертÿçи Борис Грачевский чире пула вăхăтсăр вилнĕ. Паллă режиссер пурнăçĕшĕн тухтăрсем çĕнĕ кăшăлвирус инфекципе çине тăрса кĕрешнĕ. Çапах тата чир çĕнтернĕ.
Б.Грачевский 1949 çулхи март уйăхĕн 18-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. 1968 çулта вăл Калининградри механика техникумне пĕтернĕ. Горький ячĕллĕ ача-пăча тата çамрăксен фильмĕсен тĕп киностудийĕнче аслă администратор пулса ĕçленĕ. 1974 çулта Александр Хмеликов драматургпа «Ералаш» ача-пăча кулăшла киножурнала пуçарса янă. 1974-1984 çç Борис Грачевский «Ералаш» директорĕ‚ 1984 çултанпа унăн илемлĕх ертÿçи пулса тăрăшнă. Унсăр пуçне вăл «Крыша» тата «Между нот‚ или Тантрическая симфония» фильмсен режиссерĕ шутланать. Паллă режиссер Хисеп тата Туслăх орденне илме тивĕçнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: