Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
15 Кӑрлач 2021, 18:20

«Ĕмĕт чăрăшĕнче» тата 25 ача ĕмĕчĕ пурнăçланнă

Ĕпхÿре «Башкортостан» патшалăх концерт залĕнче «Ĕмĕт чăрăшĕ» акцин тепĕр тапхăрĕ иртнĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» активисчĕсем республикăн тĕп хулинче тата çывăхри районсенче пурăнакан 25 ачан ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ.

Ĕпхÿре «Башкортостан» патшалăх концерт залĕнче «Ĕмĕт чăрăшĕ» акцин тепĕр тапхăрĕ иртнĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» активисчĕсем республикăн тĕп хулинче тата çывăхри районсенче пурăнакан 25 ачан ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ.
«Ĕмĕт чăрăшĕ» акци 2020 çулхи декабрь уйăхĕнче пуçланнă. Проект шайĕнче тăлăх тата тулли пурнăçпа пурăнайман‚ укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьере çитĕнекен ачасем хăйсен ĕмĕчĕсене пурăнаçлама пултарнă.
«Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» регионти ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи Рустем Ахмадинуров Айбулат Лукманов ĕмĕтне пурнăçланă‚ планшет парнеленĕ. Çак çемьере ÿсекен тата пилĕк ача та парнесене илме тивĕçнĕ. Диана Газизова вара Рустем Ахмадинуров аллинчен «Лего» конструктор илнĕ.
- Пур ачасене те çакна каласшăн: ĕмĕтленме ан хăрăр‚ чи пĕлтерĕшли вара кашни ĕмĕтре сирĕн ĕçĕн пĕчĕк пайĕ пулмалла. Енчен те тетте кирлĕ пулсан‚ вăл сире аталанма пулăшмалла‚ йĕлтĕрпе вара чупмалла‚ сывлăхлă пулмалла пултăр‚ - тенĕ Рустем Ахмадинуров.
Ачасем ытларах синтезаторсемпе телескопсем‚ велосипедсемпе теттесем‚ йĕлтĕрсемпе конькисем ыйтнă. Вĕсен ĕмĕчĕсене Ĕпхÿ хулинчи «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Алина Сулейманова‚ партишĕн тăракансен регионти канашĕн председателĕ Константин Канунников‚ «БашИнком» ООО НВП директорĕ Вячеслав Кузнецов‚ социаллă коммуникацисем енĕпе ĕçлекен Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн управлени ертÿçи Елена Прочаковская пурнăçа кĕртнĕ.
- Эпĕ пур йĕркелÿçĕсене те çакăн пек уяв йĕркелесе ирттернĕшĕн тата парнесемшĕн тав тăватăп. Манăн Искандер ывăл йĕлтĕр пирки ĕмĕтленетчĕ. Анчах‚ вĕсене туянма май пулмарĕ. Паянхи кун тĕлне вăл шывра ишме кăмăллать. Халĕ вара хĕллехи спорт тĕсне алла илме тăрăшăр‚ - тенĕ тăхăр çулхи Искандер амăшĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: