Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
15 Кӑрлач 2021, 13:20

Нумай ачаллă 400 çемье 250 пин тенкĕ тÿлев илме пултарĕ

Республикăра нумай ачаллă тата сусăр ача çитĕнтерекен çемьесене çурт лартма укçасăр çĕр лаптăкĕ уйăрса парасси 2011 çултанпа пурнăçа кĕрсе пырать. Паянхи кун тĕлне 44 пин çемье çак çăмăллăхпа усă курнă, çĕр лаптăкĕ илнĕ.

Республикăра нумай ачаллă тата сусăр ача çитĕнтерекен çемьесене çурт лартма укçасăр çĕр лаптăкĕ уйăрса парасси 2011 çултанпа пурнăçа кĕрсе пырать. Паянхи кун тĕлне 44 пин çемье çак çăмăллăхпа усă курнă, çĕр лаптăкĕ илнĕ.
2020 çулта Пушкăртстанăн «Çĕр ыйтăвĕсемпе çыхăннă хутшăнусене йĕркелесси» закона улшăнусем кĕртнĕ хыççăн çак çÿлерех илсе кăтартнă категорине кĕрекен çемьесем, енчен те çĕр лаптăкĕ илме черетре тăраççĕ пулсан, çĕр лаптăкĕ вырăнне 250 пин тенкĕ илме пултараççĕ.
ПР çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Полянская Патшалăх Пухăвĕн аграри, экологи тата çут çанталăкпа усă курасси енĕпе ĕçлекен комитетăн ларăвĕнче 2020 çулта граждансене пĕр хут паракан тÿлевпе тивĕçтерме республика бюджетĕнчен 50 млн тенкĕ уйăрнине пĕлтернĕ. Пурĕ 200 нумай ачаллă тата сусăр ача çитĕнтерекен çемье укçа-тенкĕ свидетельстви илмелле.
Январь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, заявленисене йышăнса документсене тĕрĕсленĕ хыççăн, 200 свидетельствăран 160-не граждансене панă. Тепĕр 40 заявленине муниципалитетсен администрацийĕсенче пăхса тухма палăртнă.
Кăçалхи çул çак çăмăллăхпа усă куракан граждансене пĕр хут тÿлемелли укçа-тенке илме патшалăх хыснинчен пĕтĕмĕшле 100 млн тенкĕ уйăрмалла. Ку вăл 400 свидетельствăпа тивĕçтерме çитмелле.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: