Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
15 Кӑрлач 2021, 13:50

Пăтăрмах хыççăн шкул ачисен çурчĕсене интерет сечĕпе çыхăнтарнă

Куюргазă районĕнче ĕне витинче ÿкернĕ видеопа çыхăннă пăтăрмах хыççăн виçĕ шкул ачин çурчĕсене интернет сечĕпе çыхăнтарнă.Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче социаллă сетьре Новомусино ялĕн вĕренекенĕсем онлайн-вĕрентÿ валли мобильлĕ интернетпа çыхăнма кивĕ ферма çуртне кайма тÿр килни çинчен фото тата видео сарăлнă. Каярах фотоÿкерчĕксене юри туни паллă пулнă. Çапла майпа вырăнта пурăнакансем вĕсен ялне тимлĕх уйăрччăр‚ ăна пысăк хăвăртлăхлă интернет çыхăнăвĕпе тивĕçтерччĕр тенĕ.

Куюргазă районĕнче ĕне витинче ÿкернĕ видеопа çыхăннă пăтăрмах хыççăн виçĕ шкул ачин çурчĕсене интернет сечĕпе çыхăнтарнă.
Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче социаллă сетьре Новомусино ялĕн вĕренекенĕсем онлайн-вĕрентÿ валли мобильлĕ интернетпа çыхăнма кивĕ ферма çуртне кайма тÿр килни çинчен фото тата видео сарăлнă. Каярах фотоÿкерчĕксене юри туни паллă пулнă. Çапла майпа вырăнта пурăнакансем вĕсен ялне тимлĕх уйăрччăр‚ ăна пысăк хăвăртлăхлă интернет çыхăнăвĕпе тивĕçтерччĕр тенĕ.
Куюргазă район администраци пуçлăхĕ Юлай Ильясов çакăн йышши ыйтусене çапла майпа татса памаççĕ тенĕ:
- Çынсем вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене епле татса панине тата ял Канашĕн пуçлăхĕпе депутатсен ĕçне начар ăнланаççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн район бюджечĕ яла интернет сечĕпе çыхăнтарма‚ кĕсьери телефон çыхăнăвĕн вышкине вырнаçтарма укçа-тенкĕ уйăрса параймасть. Администраци кирлĕ инстанцисене çыру çырма тата лаптăксен чиккине палăртма‚ кĕсьери телефон çыхăнăвĕн вышкине лартма кирлĕ документсемпе тивĕçтерме çеç пултарать. Çакна тунă та. 2019 çулхи январь уйăхĕнче Илькинеевский ял Канашĕ (Новомусино ялĕ унта кĕрет) МТС компанине начар çыхăну пирки çырупа тухнă. Ял Канашĕн пуçлăхĕ вара яла интернетпа çыхăнтарасси пирки пĕрре те официаллă çырса ыйтман. Вырăнта пурăнакансем йышпа çăхав çырни паллă. Ăна ял Канашĕн депутатне панă‚ анчах район администрацин канцеляринче çакăн йышши çыру килнине шута илмен.
Юлай Ильясов сăмахĕсем тăрăх‚ вырăнти халăхăн социаллă сетьсем валли видео ÿкериччен пуçаруллă ушкăн йĕркелемелле‚ «Башинформсвязь» ОАОпа договор тума килĕшнине çирĕплетсе алă пусмалла‚ яла интернет сечĕпе çыхăнтарма ыйтса ял Канашĕн пуçлăхĕ патне официаллă заявлени çырмалла пулнă. Çакăн хыççăн çеç ял Канаш пуçлăхĕ «Башинформсвязь» патне официаллă çыру çырма пултарнă.
- Эпир пурте паянхи саманара пурăнатпăр. Вăл цифрăллă технологисемпе тата интернетпа тачă çыхăннă. Хăш-пĕр çынсем тĕнче тетелĕпе тата саккун шайĕнчи кăлтăксемпе усă курса харпăр хăй ыйтăвĕсене татса пама тăрăшаççĕ. Çав вăхăтрах «чапа» тухаççĕ. Суйлавра хăйсем сасăланă çынран пулăшу ыйтиччен прокуратурăна‚ ПР Правительствине‚ РФ Президентне çăхавсем çыраççĕ‚ социаллă сетьсем валли видеосем ÿкереççĕ тата ытти те. Асăннă ыйтăва вăхăтлă ăнлантарса паманни манăн айăп шутланать‚ - тенĕ район пуçлăхĕ.
Куюргазă районĕнче 9 ялта интернет çукки паллă. Новомусино ялĕнче интернет пур‚ çапах та çыхăну начар ĕçлет. Çак çитменлĕхе татса пама ялта 12 абонент валли Wi-Fi вырнаçтарнă. Пăтăрмахлă видео хыççăн тата виçĕ çынна унпа çыхăнтарнă. Ăна хушма абонентсемпе çыхăнтарма техника енчен май çук. Ялта пысăк хăвăртлăхлă интернет 2021 çулта пулĕ тенĕ администрацинче.
Çав вăхăтрах прокуратура çак историнче вĕрентÿ çинчен калакан саккуна пăснă темиçе тĕслĕхе тупса палăртнă. Класс ертÿçи дистанци мелĕпе вĕренме ачасен техника енчен майĕсем пуррипе çуккине тĕрĕслемен пулнă. Ачасене дистанци мелĕпе вĕренме условисем йĕркелеменшĕн вĕрентÿ уйрăмĕн ертÿçин çумне тата директор тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан çынна выговор панă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: