Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Кӑрлач 2021, 17:50

Элвин Грей артист мусульман йăли-йĕркипе авланнă

Пушкăртстан пуçлăхĕн культура енĕпе çирĕплетнĕ канашçи 31 çулхи Радик Юльякшин паллă артист, халăх умне вăл Elvin Grey псевдонимпа тухать, пĕртен-пĕр юратнă çыннине тупнă. Январь уйăхĕн 16-мĕшĕнче пултаруллă каччă мусульман йăли-йĕркипе авланнă.

Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ тата Ижевск хулинче çуралса ÿснĕ 20 çулхи Инзиле Фадхутдинова ячĕпе никах вуланă. Тĕрлĕ çăлкуçсем пĕлтернĕ тăрăх, çамрăк мăшăр законпа çуллах çемье çавăрнă пулнă. Туйĕ вара Ĕпху хулинче иртмелле имĕш.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: