Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Кӑрлач 2021, 18:50

Шаран район çынни ултавçăсене 999 пин тенкĕ куçарса панă

Шаран районĕнче пурăнакан 33 çулхи арçын мошенниксен ултавне пула инкеке лекнĕ. Ун патне пĕр палламан çын банк ĕçченĕ пек пулса шăнкăравланă. Темле майпа çак «банкир» арçынна счет çине укçа куçарса пама ÿкĕте кĕртнĕ. Çапла майпа лешĕ хăй ирĕкĕпе 999 пин тенкĕ куçарнă. Инкеке лекнĕ çын Шаран районĕнчи шалти ĕçсен пайне çитнĕ, халĕ пулса иртнĕ пăтăрмаха тĕпчесе уçăмлатаççĕ.

ПР Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби иртнĕ талăкра полици уйрăмĕсене мошенниксемпе çыхăннă 11 тĕслĕхе шута илнĕ тесе пĕлтернĕ. Вĕсем пурте уголовлă ĕçсем шутланаççĕ. Вун пĕр пăтăрмахран улттăшĕнче ултавçăсем хăйсене банк ĕçченĕсем пек кăтартнă, пĕри «Сирĕн ачăр çул çинче аварине лекнĕ» текен схемăпа ĕçленĕ, тепри тупăшлă ĕç вырăнĕ тупса пама шантарнă.
Кумертау хулинче пурăнакан пĕр хĕрарăм чутах «Санăн ывăлу çул çинче аварине лекнĕ» текен мелпе ĕçлекен ултавçăсен аллине лекеймен. Январь уйăхĕн 15-мĕшĕнче 80 çулхи пенсионер патне арçын шăнкаравланă та ывăлĕ тесе пĕлтернĕ. Шăнкăравлакан арçын çул çинче инкеке лекнине тата унăн айăпне пула суранланнă çынна сиплеме 300 пин тенкĕ кирлине пĕлтернĕ. Ватă çын çумĕнче çавăн чухлĕ укçа çуккипе ывăлĕн арăмĕ патне шăнкăравланă. Çапла майпа улталани çиеле тухнă.
Пушкăртстан Республикин Шалти ĕçсен министерстви палламан çынсене укçа куçарса памалла марине асăрхаттарать. Енчен те сирĕн пата банк ĕçченĕ тесе шăнкăравлаççĕ пулсан телефонпа калаçма кирлĕ мар, ăна сÿнтермелле. Ултавçă суя номерпе усă курма пултарнине асра тытăр. Иккĕленÿ çуралсан эсир хăварах банкăн хĕрÿ лини телефонĕ çине (ăна банк картти çинче кăтартнă) шăнкăравлама пултаратăр.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: