Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
18 Кӑрлач 2021, 12:00

«Лада Гранта» çуран пыракан çын çине пырса кĕнĕ те …

Чекмагуш районĕнче январь уйăхĕн 17-мĕшĕнче каçхине Новобалтач – Юмаш çулăн 11-мĕш çухрăмĕнче пулса иртнĕ инкеке пула пĕр çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Çул çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çак тăрăхра пурăнакан 30 çулхи водитель, «Лада Гранта» рулĕ умĕнче ларса пыраканскер, çуран утакан 55 çулхи арçын çине пырса кĕнĕ те автомобиль кювета анса кайнă.

Çул çинчи аварире çуран пыракан çын вилмеллех аманнă, унăн чĕри васкавлă пулăшу машини килсе çитичченех тапма чарăннă.
Водитель каласа панă тăрăх, арçын автомобильсем çÿрекен çулпа май утнă, унăн тумтирĕ çинче тĕттĕмре йăлтăртатакан паллăсем пулман.
Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсем тĕрĕслев ирттереççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: