Çывăх вăхăтра ПР Патшалăх Пухăвĕн депутачĕсем пленарлă ларура Пушкăртстанра январь уйăхĕн 18-мĕш кунне Ĕç ветеранĕн кунĕ тăвас ыйтăва пăхса тухса закона пĕрремĕш вулавра йышăнмалла.
- Енчен те çĕнĕ закона йышăнсан эпир пуçласа Ĕç ветеранĕн кунне çитес çул çак вăхăтра паллă тăвăпăр,- тесе пĕлтернĕ ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайăн пуçлăхĕ Константин Толкачев. - Ĕç ветеранĕн кунне йышăнни Пушкăртстанра пурăнакансем хăйсен пархатарлă ĕçĕпе ресубликăн ырлăх-пурлăхне тунă çынсене хисеп тунине пĕлтерĕ, хăйне евĕр символ пулса тăрĕ.
Парламент спикерĕ çак куна суйласа илесси ытахальтен килсе тухманнине палăртнă.
- Совет саманинче «Ĕç ветеранĕ» медаль пулнă,- тенĕ Константин Толкачев.- Ăна 1974 çулхи январь уйăхĕн 18-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Патшалăх наградине халăх хуçалăхĕнче, наука, культура, вĕрентÿ, сывлăх сыхлав сферисенче, патшалăх учрежденийĕсенче тата обществăлла организацисенче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн панă. Медальпе рабочисемпе колхозра ĕçлекенсене тата служащисене ĕç стажне пăхса чысланă. Пенсие тухнă чухне çын нумай çул ĕçленине е ватăлса тивĕçлĕ канăва кайнине шута илнĕ.