Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
18 Кӑрлач 2021, 14:05

Раççей регионĕсенче массăллă вакцинаци пуçланнă

Раççей регионĕсенче январь уйăхĕн 18-мĕшĕнчен кăмăл пуррисене кăшăлвирусран массăллă вакцинаци тума пуçланă. Граждансем регистраци иртнĕ икĕ вакцинăран - «Спутник V» (Гамалея институчĕ туса кăларнă) тата «ЭпиВакКорона» («Вектор») - пĕрне суйласа илме пултараççĕ. Маларах çĕршыв президенчĕ Владимир Путин массăллă прививка тума хушу панă.

РФ Правительствин вице-премьерĕ Татьяна Голикова патшалăх пуçлăхне регионсене январь уйăхĕн 11-14-мĕшĕсенче хушма 600 пин вакцинăпа тивĕçтересси çинчен каланă. Унăн сăмахĕсем тăрăх‚ иммунитет популяцийĕ шайне пăхмасăр‚ Раççейĕн халăха кăшăлвирусран тÿлевсĕр прививка тума укçа-тенкĕ çителĕклĕ. Чи пĕлтерĕшли çынсем вакцинаци иртме кăмăл тăвасси пулса тăрать.
Роспотребнадзор пуçлăхĕ Анна Попова коллективлă иммунинет кĕрхи эпидеми вăхăчĕ тĕлне йĕркелентĕр тесен кăшăлвирусран вакцинацине халĕ ирттерме сĕннĕ. Унăн шухăшĕпе пĕрремĕш çулхине çĕршывра пурăнакансен 60 процентне вакцина тума пулать.
Çитес вăхăтра Пушкăртстана 1 миллион вакцина илсе килмелле. Унччен маларах препаратăн пилĕк пуххине çитернĕччĕ. Регионта коллективлă иммунитет йĕркелентĕр тесен икĕ миллион ытла çынна прививка тумалла. Республикăра вакцинаци ирттермелли 39 пункт йĕркеленĕ. Чăн малтан прививкăна хăрушлăх зонине кĕрекенсене – вĕрентекенсемпе медицина‚ социаллă сфера‚ полици ĕçченĕсене тата волонтерсене - тăвĕç. Малашнехи халăх вакцинацине çырăну йĕркипе ирттерĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: