Пухăвĕ-Курултайĕ тата республика халăхĕ патне тухакан Уçă çырупа январь уйăхĕн 28-мĕшĕнче паллаштарма ĕмĕтленет. Анчах та çакă татса каланă сăмах мар, ĕç версийĕ çеç. Пĕлтерĕшлĕ мероприятине унченхи форматпах ирттересси кăшăлвирус инфекцийĕпе лару-тăру мĕнле пулнинчен тата мĕн пур эпидемиологи нормисене пăхăннинчен килет.
- Манăн Уçă çырăва пĕчченлĕхре монитор умĕнче ларса вуласа парас килмест, кăштах та пулсан çынсем пулсан кăмаллăрах,- тенĕ Радий Хабиров.
Уçă çырура регионăн çывăх вăхăтри стратегиллĕ аталану çул-йĕрне палăртаççĕ. Çавăн пекех вăрах вăхăта тумалли малашнехи ĕçсене те шута илеççĕ.