Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
18 Кӑрлач 2021, 17:05

Радий Хабиров çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрне асăрхаттарнă

Радий Хабиров республика правительствинче тунти кун иртнĕ оперативлă канашлура вице-премьер - çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Борис Беляев республика хулисенче хваттерсене хутса ăшăтнăшăн тÿлекен укçа-тенкĕ виçи тăруках ÿснипе çыхăннă сăлтавсене уçса панă доклада итленĕ хыççăн ăна хытă асăрхаттарнă:

- Эсир хальлĕхе ĕçлетĕр. Çакăн евĕр кăлтăк иккĕмĕш хут пулса иртрĕ мар-и? Виççĕмĕш хут пулмĕ! - тенĕ республика пуçлăхĕ. – Эсир çакăншăн явап тытакан ведомствăра ĕçлетĕр‚ çав шутра сирĕн те çак ыйтусемпе прогноз тумалла.
ПР Пуçлăхĕ Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви путепровода юсас‚ çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ведомстви ăшăпа тивĕçтерес ыйтусемпе начар ĕçленине палăртнă.
- Çынсене ăнлантарса памалла! Урама тухсан чылайăшĕнчен 1/12 йĕркерен 1/8 йĕркене куçни мĕне пĕлтерет тесе ыйтăр. Вĕсене çакăн çинчен тĕплĕн ăнлантарса паманни куç умĕнче. Тархасшăн‚ яваплăрах пулма тăрăшăр! - чĕнсе каланă Радий Хабиров.
Республика пуçлăхĕ ăшăпа тивĕçтернĕшĕн ытлашши тÿленĕ тĕслĕхсене тупса палăртма‚ çынсен укçисене каялла тавăрса пама хушнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: