Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
19 Кӑрлач 2021, 12:55

Ивачево ялĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă

Дюртюли районĕнчи Ивачево ялĕнчи çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ пациентсене йышăнма хатĕр. Медицина учрежденине «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче «Пĕрремĕшле медицинăпа санитари пулăшăвĕ памалли системăна аталантарасси» регион проекчĕ витĕмĕпе хăпартнă.

Дюртюли районĕнчи Ивачево ялĕнчи çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ пациентсене йышăнма хатĕр. Медицина учрежденине «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче «Пĕрремĕшле медицинăпа санитари пулăшăвĕ памалли системăна аталантарасси» регион проекчĕ витĕмĕпе хăпартнă.
Çĕнĕ медицина пункчĕ паянхи самана ыйтнине туллин тивĕçтерет. Унта кирлĕ оборудовани‚ даннăйсене дистанци мелĕпе çитерекен электрокардиограф‚ стерилизатор‚ юнри глюкозăпа холестерин тата гемоглобин шайне виçмелли анализатор‚ ÿпкесене искусствăлла вентиляци тумалли аппарат‚ кислород ингаляторĕ‚ пульсоксиметр пур. Республикăн Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ фельдшер валли автоматизациленĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.
- Çĕнĕ çулччен чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕрне вĕçне çитернĕшĕн‚ Ивачево ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне хăпартнăшăн‚ питĕ савăнатăп. Малашне профилактика мероприятисене хăтлă условисенче ирттерме пулĕ. Çуркунне ФАП территорине тирпей-илем кĕртме - карта тытса çавăрма тата йĕри-тавра симĕслетме - палăртатпăр‚ - тенĕ Дюртюли район администрацийĕн пуçлăхĕ Риф Юсупов.
Ялта çакăн пек çĕнĕ ФАП уçăлнăшăн ял халăхĕ чунтан савăннă. Ивачево ялĕнче 500 ытла çын пурăнать.
- Пÿлĕмсенче çутă та хăтлă. Çавăн пекех эпир Регина Шамсуварова опытлă фельдшер ĕçĕпе те кăмăллă. Халĕ хулана çитмесĕрех пĕрремĕш медицина пулăшăвне илме пулать‚ - тенĕ ял çыннисем.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: