Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
19 Кӑрлач 2021, 19:50

Кăшарни кунĕнче 11 пин ытла çын шыва кĕнĕ

Кăшарни кунĕнче юхан шывра е кÿлĕ-пĕвере касса тунă ваксенче миçе çын шыва кĕни çинчен Пушкăртстанри Инкеклĕ ĕçсен министерствин пресс-служби пĕлтернĕ.

Кăшарни кунĕнче юхан шывра е кÿлĕ-пĕвере касса тунă ваксенче миçе çын шыва кĕни çинчен Пушкăртстанри Инкеклĕ ĕçсен министерствин пресс-служби пĕлтернĕ.
Ведомство кăтартăвĕсем тăрăх‚ январь уйăхĕн 19-мĕшĕнче‚ ирхи 8 сехет тĕлне ваксенче 11 394 çын шыва кĕнĕ (Раççейĕпе 1 млн ытла). Вĕсенчен 2 319-шĕ Ĕпхÿ çынни пулнă. Шыва кĕнĕ вăхăтра инкеклĕ ĕç пулса иртнине шута илмен.
Астутаратпăр‚ республикăра православи тĕнне ĕненекенсем валли пурĕ 90 шыва кĕмелли вырăн хатĕрленĕ. Вĕсенче полици тата медицина ĕçченĕсем‚ хăтаруçăсем дежурство йĕркеленĕ.
Пĕр харăсах Инкеклĕ ĕçсен министерствин тата полици уйрăмĕн ĕçченĕсем шыва кĕме санкци паман вырăнсене тупса палăртассипе рейдсем ирттереççĕ.
Çынсене шыври хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме 1067 çын‚ 283 техника тата 5 ишмелли хатĕр явăçтарнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: