ПР Тарифсен енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Светлана Бурдюк БСТ телеканалăн тÿрĕ эфирĕнче Пушкăртстанра ăшăшăн çирĕплетнĕ тарифсене чакарассипе çыхăннă ыйтăва ăнлантарса панă.
- Тарифсене патшалăх енчен йĕркелени пахалăхлă коммуналлă пулăшупа тивĕçтерме май парать. Çавăнпа федераллă саккун нормисемпе килĕшÿллĕн‚ ăшăпа тивĕçтернĕ чухне‚ экономика енчен çирĕплетнĕ тăкаксене те шута илнĕ‚ - тенĕ Светлана Бурдюк. - Теори енчен илсен‚ Пушкăртстанра ăшăшăн çирĕплетнĕ тарифсене чакарма пулать. Енчен те инфраструктурăна юсассипе‚ предприятисен пурлăх никĕсне аталантарассипе çыхăннă тăкаксене шута илмесен‚ производствăри тÿрĕ тăкаксемпе (газ туянасси тата ĕç укçи) çыхăннисене çеç хăварсан. Анчах çакă ăшăпа тивĕçтересси çине начар витĕм кÿме пултарать.
«БашРТС» ОООн стратеги тата энерги рынокĕ енĕпе ĕçлекен директорĕ Тимофей Дубровский палăртнă тăрăх‚ юлашки çичĕ çул хушшинче компани сечĕсенче аварисен шучĕ 40 хут чакнă. Хĕл варринче пулса иртнĕ пăтăрмах хыççăн вĕсем республика ертÿçине тарифсене индексацилеме ыйтнă. Халĕ БашРТС çулталăк хушшинче 30 çухрăма яхăн сеть юсать. Çакă потребительсене ăшăпа тивĕçтермелли шанчăка ÿстерет.
ПР Тарифсен енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн даннăйĕсемпе килĕшÿллĕн Пушкăртстан ăшăшăн тÿлекен пĕр гигакалори вăтам хакĕпе Атăлçи федераллă округри регионсем хушшинче 5 вырăн йышăнать.