Пишпÿлекри районсем хушшинчи суд 63 çулхи Ĕпхÿ çынни тĕлĕшĕпе приговор йышăннă. Ăна «хăрушă мелпе вĕлерме хăтланнăшăн» тата «взрыв хатĕрĕсене саккунсăр усранăшăн тата турттарнăшăн» статьясемпе айăпланă.
Судра палăртнă тăрăх, арçын хăйĕн гражданла мăшăрĕн шăллĕне курайман пирки 2020 çулхи сентябрь уйăхĕн 18-19-мĕшĕнче çĕрле ÿсĕр пуçпа ăна вĕлерме хăтланнă. Килештерменлĕх туйăмĕ унăн гражданла мăшăрне туя чĕнменнрен, шăллĕне чĕннĕрен пуçланнă. Усал шухăш тытнă çын хăй килĕнче саккунсăр упранакан осколоклă гранатăна илнĕ те Кунакулово ялне тухса вĕçтернĕ. Гранта ăшне çурăлмалли хатĕр чикнĕ те инкек тÿснин Audi Q5 автомобиль кустăрми айне хунă. Хăй тарса пытаннă. Ирхине инкек курни машинăпа ларса тухса кайнă. Каялла таврăнсан автомобиль ларнă вырăнта янкăр çутă пакет асăрханă. Ун хыççăн вăл полици сотрудникĕсене чĕнсе илнĕ, вĕсем гранатăна сиен кÿми тунă.
«Эксперстсем пĕтĕмлетнĕ тăрăх, граната çурăласси айăпланаканран килмен техника сăлтавĕсене пула çурăлман», - тенĕ ПР прокуратура пресс-службинче.
Арçын хăй айăпне йышăннă. Суд ăна пилĕк çуллăха ирĕксĕр хăварнă. Вăл айăплав вăхăтне уйрăмах çирĕп режимлă колонире ирттерĕ.
Хальлĕхе приговор саккунлă вăя кĕмен.