Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
19 Кӑрлач 2021, 19:45

Владимир Путин арçын ачан ĕмĕтне пурнăçланă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çак кунсенче «Ĕмĕт чăрăшĕ» акципе килĕшÿллĕн Хĕрлĕ Уçланкăри (Красная Поляна) курортра ярăнма ĕмĕтленнĕ арçын ачан ĕмĕтне пурнăçланă.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çак кунсенче «Ĕмĕт чăрăшĕ» акципе килĕшÿллĕн Хĕрлĕ Уçланкăри (Красная Поляна) курортра ярăнма ĕмĕтленнĕ арçын ачан ĕмĕтне пурнăçланă.
Сочи хулинчи нумай ачаллă çемьери арçын ача çĕршыв ертÿçинчен Хĕрлĕ Уçланкăра пулса курма тата йĕлтĕрпе ярăнма вĕрентме ыйтнă.
Руслан Сочи хулинче пурăнать. Анчах та унăн çемйин йĕлтĕрпе ярăнма вĕрентекен инструктор тытма тата урок валли хатĕр-хĕтĕр туянма май пулман. Арçын ача çавăн пек парнене Хĕл Мучинчен ыйтма шутланă. Паллакан хĕрарăм ачан амăшне Русланăн ĕмĕтне «Ĕмĕт чăрăшĕ» акцие яма сĕннĕ.
Акци шайӗнче арҫын ачан пӗтӗм ҫемйи икӗ кун Хӗрлӗ Уҫланкăри курортра ирттернĕ. Руслан малтан Андрей шăллĕпе 960 метр çÿллĕше хăпарнă, Çурçĕр пăланĕсемпе ярăннă, унтан тата та çÿлерех, 2200 метра çĕкленнĕ. Унта инструктор хăрушлăхсăр трасси çинче ачасене валли урок ирттернĕ.
Владимир Путин «Манпа пĕрле ĕмĕтлен» ыркăмăллăх проекчĕн «Ĕмĕт чăрăшĕ» акцие 2018 çултанпа хутшăнать. «Ĕмĕт чăрăшне» власть органĕсен учрежденийĕсенче, волонтер центрĕсенче тата пысăк мероприятисем иртекен лапамсенче вырнаçтараççĕ. Асăннă акцие 3-17 çулхи сывлăхĕ енчен тулли пурнăçпа пурăнайман, сывлăхĕ умне хăрушлăх тухса тăнă ачасемпе ватă çынсем, укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьесенчи ачасем, тăлăх ачасем хутшăнма пултараççĕ.
Акци çула тухнăранпа 7950 ĕмĕте пурнăçа кĕртнĕ.
2020 çулхи декабрь уйăхĕнче президент «Эпир пĕрле» онлайн-марафон вăхăтĕнче «Ĕмĕт чăрăшĕ» çинчен Хĕрлĕ площадьре пулса курма ĕмĕтленекен Челябинск хулинчи тăхăр çулхи Дмирийĕн тата пандăна ыталама ĕмĕтленекен Тула хулинчи 10 çулхи Александрăн ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртнĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: