Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Кӑрлач 2021, 17:15

Хĕрарăм-машинист пĕрремĕш рейса тухнă

Паян‚ январь уйăхĕн 20-мĕшĕнче‚ Дема-Шакша-Приютово маршрутпа машинист пулăшаканĕ пулса пĕрремĕш хут çула Алена Миронова тухнă. Раççей Федерацийĕн чугун çул пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ вăл Куйбышев чугун çул филиалĕнче машиниста пулăшакан пĕрремĕш хĕрарăм.

Алена Миронова Ĕпхÿри чугун çул техникумĕнче вĕреннĕ‚ «Техник-электромеханик» профессине алла илнĕ. Унтан вăл ултă уйăх хушши Екатеринбург хулинче электропоезд машинисчĕн пулăшаканĕсене вĕрентсе кăларакан курсра пĕлÿ пухнă. Алена Миронова 2020 çулхи декабрь уйăхĕнче профессие тивĕçнине çирĕплетекен свидетельствăна илнĕ. Кăçалхи январь уйăхĕнчен Демăри депора ĕçлет.
- Вĕрентÿ тухăçлă иртрĕ. Пире профессине теорипе практика енĕпе хăнăхтарчĕç. Унсăр пуçне чугун çул транспорчĕ çинчи хăрушсăрлăх правилисене вĕрентрĕç. Çавăн пекех куçса çÿрекен составăн тытăмне‚ ятарлă тренажерсем çинче (вĕсем машинист кабини евĕр) поезда çÿретме хăнăхрăмăр‚ – каласа панă хĕрарăм.
Машинист пулăшаканĕ - поезд кабининче иккĕмĕш пилот. Вăл машиниста пăхăнса тăрать‚ приборсен кăтартăвĕсене тата локомотив ĕçне‚ сфетофорсемпе çул-йĕр паллисене тимлет.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: