Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Кӑрлач 2021, 13:08

Инкек сиксе ан тухтăр тесен лицензи ирттермелле

Абзелил районĕнчи уйрăм харпăрлăх шутланакан (частная собственность) ваттисен çуртĕнче пушар тухнипе унта пурăнакан 11 çыннăн пурнăçĕ татăлнă хыççăн ун евĕрлĕ, курăнман, пансионатсене Пушкăртстанра çичĕ теçеткене яхăн тупса палăртнă. ПР Çемье, ĕç тата социаллă хÿтĕлев министерствин пуçлăхĕ Ленара Иванова брифингра пĕлтернĕ тăрăх, республикăра уйрăм харпăрлăх шутланакан регистрацилемен 68 ватăсен пансионачĕ пуррине иртнĕ çул вĕçĕнче çеç пĕлнĕ.

Ун сăмахĕсем тăрăх, вĕсене прокуратура тата инкеклĕ лару-тăру министерстви тĕрĕслесе тăраççĕ.
- Эпир пурне те - ял хутлăх администрацийĕсене, общественниксене, çын хуйхи-суйхи çине лăпкăн пăхса тăрайманнисене - ура çине тăратрăмăр. Çавăн йышши çăмăллăх пама пултаракан пĕр те пĕр иккĕленÿллĕ çурт асăрхасан, пĕлтерме ыйтрăмăр. Хальлĕхе нихăçта та регистрациленмен 68 çурт тупса палăртрăмăр, - тенĕ министр.
Ленара Иванова шухăшĕпе инкек-синкек сиксе ан тухтăр тесен, ун йышши социаллă учрежденисене лицензи ирттермелле. Хальхи вăхăтра ку енĕпе ĕçсем тин пуçланнă-ха.
- Паянхи кун ахаль пÿртсенче ваттисен çурчĕсене уçакан предпринимательсене прокуратура та, пожарниксем те тĕрĕслеймеççĕ. Ют çурта кĕме вĕсен ирĕк çук. Унта ватăсен çурчĕ вырнаçнине пирĕн ăçтан пĕлмелле? Çак кунсенче асăрхаса тăракан органсемпе, предпринимательсемпе, муниципалитетсен ертÿçисемпе калаçу ирттертĕмĕр. Предпринимательсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăй лицензи ирттерме хирĕç. Ыттисем, çав шутра социаллă çăмăллăхсем паракан сферăра ĕçлекен предпринимательсем, лицензи ирттерме хирĕç мар. Лицензинчен хăрама кирлĕ мар, ку - йĕркеллĕ пулăм. Ыйтнине пăхăнса пахалăхлă та хăрушлăхсăр пулăшу паракансемшĕн ку нимĕнле проблема та мар.
Çавăн пекех министр кун евĕр услам паянхи куншăн çивĕч тăнине палăртнă. Сăмахран, Пушкăртстанра çеç социаллă пулăшу паракан тăватă пин стационар вырăнĕ кирлĕ. Анчах вăл тĕрĕс те уçă, медицина ĕçĕ-хĕлĕнчен нимĕнпе те уйрăлса тăман бизнес пулмалла. Регионти влаçсем уйрăм çынсемпе ĕçлеме килĕшÿ тăваççĕ.
2020 çулхи декабрь уйăхĕнче çеç ПР Ĕç министерстви Гафури районĕнче 110 вырăнлă стационарлă социаллă пулăшу паракан икĕ объект тăвасси пирки виççĕмĕш килĕшÿ çырнă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: