Урал сасси
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Кӑрлач 2021, 16:05

Медицина ĕçченĕсем валли виçĕ çурт хута янă

Кармаскалă районĕнче «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» программăна пурнăçлама тытăннă. Унăн юхăмĕсенчен пĕри - социаллă найм килĕшĕвĕпе граждансене çурт-йĕр хăпартма субсидисем парасси.

Кармаскалă районĕнче «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» программăна пурнăçлама тытăннă. Унăн юхăмĕсенчен пĕри - социаллă найм килĕшĕвĕпе граждансене çурт-йĕр хăпартма субсидисем парасси.
Район администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ сывлăх сыхлав сферинче ĕçлекен виçĕ ĕçчен паянах хăйсен çемйисемпе хăтлă çуртсене пурăнма куçма пултараççĕ. Программăна пурнăçланă кăтартупа килĕшÿллĕн пĕр çурт хакĕ 1‚5 миллион тенкĕпе танлашать. Кашни çуртра виçĕ пÿлĕм‚ вĕсене кирлĕ коммуникацисемпе çыхăнтарнă. Пилĕк çул ĕçленĕ хыççăн медицина ĕçченĕсенчен кашниех çурта е хваттере унăн хакĕнчен 10% танлашакан хакпа туянма пултарĕ‚ 10 çул хыççăн – 1% .
Астутаратпăр‚ кăçал республика районĕсене çÿлерех асăннă программăна пурнăçлама 84‚3 млн тенкĕ уйăрса панă. Вĕсенчен 67‚2 млн тенки федераллă бюджетран. Çакă 61 çемьен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшĕ тесе ăнлантарса панă Пушкăртстанри Ял хуçалăх министерствин пресс-службинче.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: