Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Кӑрлач 2021, 12:57

Ĕç министерстви 3-7 çулхи ачасене тÿлев памалли йĕркене палăртнă

3-7 çулхи ачасене уйăхсерен паракан тÿлев виçин çĕнĕ йĕркине палăртнă тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри Çемье, ĕç тата социаллă хÿтĕлев министерстви. Çак тÿлеве 2020 çулхи июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче йышăннă. Пособие 2020 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ашшĕ-амăшĕсем электронлă майпа е хăйсем нумай функциллĕ центрсемпе социаллă хÿтĕлев органĕсене çитсе заявка панă хыççăн тÿлеме тытăннă.

3-7 çулхи ачасене уйăхсерен паракан тÿлев виçин çĕнĕ йĕркине палăртнă тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри Çемье, ĕç тата социаллă хÿтĕлев министерстви. Çак тÿлеве 2020 çулхи июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче йышăннă. Пособие 2020 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ашшĕ-амăшĕсем электронлă майпа е хăйсем нумай функциллĕ центрсемпе социаллă хÿтĕлев органĕсене çитсе заявка панă хыççăн тÿлеме тытăннă.
2021 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен правительство регион шайĕнче ачан пурăнмалли минимум виçи ÿснине шута илсе виçĕ картлашкаллă система палăртнă. Хăнăхнă виçе ачан регионти пурăнмалли минимумĕнчен 50% танлашать. Енчен те çакăн йышши тÿлев илнĕ хыççăн çемьери кашни çыннăн пурăнмалли минимум виçипе тÿр килмест пулсан‚ тÿлев виçине 100% таран (3-7 çулхи ÿсĕмри кашни ачан регионти пурăнмалли минимума шута илсе) ÿстерĕç.
Çав вăхăтрах ведомствăра тÿлев палăртмалли мел сыхланса юлĕ тесе ăнлантарса панă. Çемьесен малтанхи пекех тÿлеве илес тесессĕн хушма справкăсем пухма кирлĕ мар. Тÿлев виçине граждансен заявленийĕсем тата патшалăх информаци системин даннăйĕсем тăрăх шутлĕç.
Пысăк виçеллĕ тÿлеве илме кăмăл пуррисем заявленисене апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çырма пултараççĕ. Укçасене çĕнĕлле январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен е ача 3 çул тултарнă кунран (2021 çулта 3 çул пулсан) шутласа парĕç.
Уйăхсерен паракан тÿлеве паянхи кун илекен граждансем те пысăк виçеллĕ тÿлеве илес тесен апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен заявлени çырма пултараççĕ. Енчен те социаллă хÿтĕлев органĕсем вĕсене ырласан‚ апрель уйăхĕнче çынсем ÿснĕ тÿлев кăна мар‚ пĕрремĕш кварталшăн хушма укçа та илĕç.
2021 çулхи январь-март уйăхĕсенче пĕрремĕш хут тÿлев илме тивĕçнисене ачасен пурăнмалли минимум виçин çуррине çеç парĕç. Заявление çавăн пекех апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çырма пулать.
Раççей Президенчĕн уйăхсерен паракан тÿлеве улăштарасси çинчен калакан указăн проектне правительствăна çитернĕ. Ăна алă пуснă хыççăн улшăнусене кĕртĕç‚ унпа регионти информаци системисене паллаштарĕç. Апрель уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçе вĕçне çитермелле.
Тÿлев виçине автоматлă мелпе шутлĕç. Пĕр заявлени тăрăх кирлĕ виçепе тÿлев палăртĕç. Заявленине 2021 çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Госуслуги пĕрлĕхлĕ порталта‚ çавăн пекех социаллă хÿтĕлев органĕсенче е нумай функциллĕ центрта пама пулĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: