Пур хыпар та
Новости
20 Кӑрлач 2021, 13:05

Çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕрĕç

Пушкăртстан пуçлăхĕ ирттернĕ «Инвестсехет» вăхăтĕнче тырă типĕтмелли комплекслă 50 пин тоннăлăх çĕнĕ элеватор тумалли проекта сÿтсе явнă. Плансем пирки «Перспектива» управляющи компани представителĕ Олег Кажаев каласа панă. Инвестор Çтерлĕ районĕнче çĕр туяннă тата пулас комплексăн технологи схемине хатĕрленĕ. Элеватора 2022 çул вĕçĕнче хута яма палăртаççĕ.

Вице-премьер, ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов сăмахĕсем тăрăх, ку - пирĕн çĕршывра паянхи технологипе тăвакан пĕрремĕш элеваторсенчен пĕри пулмалла. Унăн территорийĕнче контейнер площадкисем тума палăртаççĕ. Çакă чугун çул составĕсем йĕркелесе продукцие çĕршывăн ытти регионĕсене çеç мар, чикĕ леш енчи суту-илÿ вырăнĕсене те çитерме май парĕ.
Сÿтсе явнă ыйтусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн 500 млн тенкĕлĕх инвестпроект экономикăри чи кирлисенчен пĕри пулса тăнă. Унсăр пуçне оборудованисем туянма тата инженерпа транспорт инфраструктурине тума тăкакланă укçа-тенкĕн пĕр пайне патшалăх тавăрса парĕ.
Çавăн евĕрлĕ пулăшăва Ĕпхÿ хулинче заправка станцийĕпе автомобильсене зарядкăна лартмалли пунктлă автосервис хăпартма палăртнă «Звезда» компанин проекчĕ те тивĕçĕ. Объект валли площадка тупнă, бизнес-план хатĕрленĕ. 128,8 млн тенкĕлех объекта хута яни 27 ĕç вырăнĕ уçма май парĕ. Тин тытăнакан услам ĕçне пулăшса инженер тата транспорт инфраструктурин тăкакĕсен пĕр пайне саплаштарĕç. Ĕпхÿ хула администрацине кирлĕ участока уйăрса пама хушнă.
Пĕлтерĕшлĕ проектсен шутне «Архангельские варенья» компанийĕн алкогольсĕр напитоксем туса кăларассине анлăлатмалли инвестпроект та кĕнĕ. Инвестор садсем лартма тата хатĕрсем туянма пулăшу илĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: