Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Кӑрлач 2021, 17:10

Видеона вилĕмлĕ авари лекнĕ

Чекмагуш районĕнчи Буздяк-Чекмагуш-Дюртюли автоçулăн 61 çухрăмĕнче çул-йĕр çинчи аварине пула арçын пурнăçĕ татăлнă. ПР ГИБДД информацийĕ тăрăх‚ трасса çинче VoIkwagen Jetta автомобиль хирĕç килекен Daewoo Nexia машинăпа çапăннă. Пĕрремĕш иномарка рульне 29 çулхи Пишпÿлек район çынни тытса пыни‚ иккĕмĕшĕ умĕнче Буздяк районĕнче пурăнакан 50 çулхи арçын ларни паллă.

Хăрушă çул-йĕр инкекĕнче Nexia водителĕ йывăр суранланнине пула вырăнтах вилнĕ. Унăн пассажирĕсене‚ 53 çулхи арçынпа 54 çулхи хĕрарăма‚ тĕрлĕ сурансемпе больницăна çитернĕ. Çавăн пекех медицина пулăшăвĕ Jetta пассажирĕсене‚ 24 тата 66 çулхи хĕрарăмсене‚ те кирлĕ пулнă.
Çул-йĕр инкекĕ юр çунă вăхăтра пулса иртнĕ.
Патшалăх автоинспекцийĕ çул-йĕр инкекне сăнлакан видеона пичетлесе кăларнă. Ун тăрăх VoIkwagen (салонта видеорегистратор пулнă) майĕпен çулăн хирĕç килекен енне тухни курăнать. Анчах вăйлă тăман пулнипе водитель Daewoo Nexia автомобиле юлашки самантра çеç курнă. Видеона хĕрарăмсемпе арçынсем кăшкăрни те лекнĕ.
ГИБДД ĕçченĕсем тĕрĕслев ĕçĕсем пуçланă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: