Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
21 Кӑрлач 2021, 12:30

Кăшăлвирусран вакцина тутарас тесен антителана тест пани кирлех мар

Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлав министерстви регионсенче кăшăлвирусран вакцинаци тумалли йĕркесене çирĕплетнĕ. Тулли документпа РФ Сывлăх сыхлав министерствин официаллă сайтĕнче паллашма пулать. Кунта хăш-пĕр тĕп правилăсене çеç илсе кăтартнă.

Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлав министерстви регионсенче кăшăлвирусран вакцинаци тумалли йĕркесене çирĕплетнĕ. Тулли документпа РФ Сывлăх сыхлав министерствин официаллă сайтĕнче паллашма пулать. Кунта хăш-пĕр тĕп правилăсене çеç илсе кăтартнă.
  1. Кăшăлвирусран вакцина тăвас тесессĕн ковида хирĕç кĕрешекен антителасем (антителасем çын кăшăлвируспа чирлесе ирттернĕ хыççăн çирĕпленеççĕ) пуррине кăтартакан тест кирлĕ мар.
  2. Юлашки вун тăватă кун хушшинче кăшăлвируспа чирленĕ пациентсемпе хутшăннă граждансене вакцина тума юрамасть.
  3. Ÿт температури 37 градусран ытларах пулсан, вакцина тумаççĕ.
  4. «Спутник V» вакцина туса кăларнă вăхăтран пуçласа ултă уйăх хушши упранать.
  5. Прививка тумалли пунктсенче тăнран кайнине (шок) хирĕç кĕрешмелли хатĕрсем пулмалла.
  6. Инъекци вырăнне прививка тунă хыççăн виçĕ кун йĕпетме юрамасть. Çавăн пекех мунчана, саунăна каяссинчен, алкоголь ĕçессинчен тытăнса тăмалла.
  7. Вакцина тунă хыççăн малтанхи 1-2 кун шăнтма, ÿт температури хăпарма, инъекци вырăнĕ ыратма, хал-хавал (настроение) начарланма, ал-ура, пит-куç тăртанма (отечность) пултарать.
    Сире прививка тунă пулсан та обществăлла вырăнсене маскăсăр, перчеткесĕр тухма юрамасть.
    Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
    Читайте нас: