Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
21 Кӑрлач 2021, 19:10

Медицина организацийĕсене - автомобиль уççисем

Январь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Республика Çурчĕ умĕнчи лапамра ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров регионти медицина организацийĕсене 15 Lada Granta тата 10 УАЗ уççине парса хавхалантарнă.

Январь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Республика Çурчĕ умĕнчи лапамра ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров регионти медицина организацийĕсене 15 Lada Granta тата 10 УАЗ уççине парса хавхалантарнă.
Автомобильсене федераллă бюджетран уйăрнă укçа-тенкĕпе туяннă. Вĕсемпе ял таврашĕнче‚ хула евĕр паççулккасенче тата пĕчĕк хуласенче вырнаçнă‚ пирвайхи медицинăпа санитари пулăшăвĕ паракан тĕп район тата район больницисене тивĕçтернĕ. Автомобильсем пациентсене медицина организацийĕсене тата медицина ĕçченĕсене пациентсем пурăнакан вырăна вăхăтлă çитерме май параççĕ.
Андрей Назаров хăйĕн салам сăмахĕнче паянхи саманана тивĕçтерекен машинăсемпе уйрăмах çитме йывăр вырăнсенче ĕçлеме пулать иккенне те палăртнă.
- Халĕ пĕтĕм çĕршывĕпе поликлиникăсен‚ тухтăр амбулаторийĕсен тата фелдьшерпа акушер пункчĕсен пурлăхпа техника никĕсне çĕнетессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ‚ – тенĕ министр. – Сăмахран‚ иртнĕ çулхине республикăри медицина учрежденийĕсем «С» класлă 30 васкавлă медицина пулăшăвĕ памалли тата «В» класлă 28 автомобиль илме тивĕçрĕç. Республика укçи-тенкипе амбулатори условийĕсенче ачасене пулăшу пама хушма 11 ‚ паллиативлă медицина пулăшăвĕ паракан патронаж бригадисем валли 2 автомобиль тата 10 куçса çÿрекен комплекс туяннă.
Андрей Назаров медицина ĕçченĕсене хăйсене хĕрхенмесĕр ĕçленĕшĕн тав тунă. Çав вăхăтрах вăл çĕршыв тата республика правительствисем малашне те медицина организацийĕсене пулăшу пама хатĕррине палăртнă.
Савăнăçлă лару-тăрура çĕнĕ автомобиль уççисене Зилаирпа Давлекан‚ Малоязпа Ермеккей‚ Чишмапа Баймак тата Авăркас районĕсем‚ Нефтекамскпа Салават хулисем илме тивĕçнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: