Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
21 Кӑрлач 2021, 19:25

Рапс лаптăкĕсене ÿстермĕç

ПР Ях хуçалăх министерстви регионта рапс производствине ÿстермессе йышăннă. Çакăн пирки брифингра премьер-министр çумĕ, ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ.

ПР Ях хуçалăх министерстви регионта рапс производствине ÿстермессе йышăннă. Çакăн пирки брифингра премьер-министр çумĕ, ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ.
Аса илтеретпĕр, иртнĕ çул хурт-хăмăрçăсем пурте тенĕ пек рапс анисене им-çамланă фермерсем пирки çăхав пачĕç.
- Рапс производствине ÿстермелли сăлтавсене курмастăп, мĕншĕн тесен ăна ÿстерме питĕ йывăр, тăтăшах сиенлĕ хурт-кăпшанкăсенчен хÿтĕлемелле, - тенĕ ял хуçалăх министрĕ. – Пирӗн аграрисем рапс ÿстерме вӗреннӗ вăхăтра, 2019 ҫулта, ӳсен-тӑрансене хӳтӗлемелли 4-5 тӗрлĕ им-çампа усӑ курса пăхрĕç. Нумай хурт-кăпшанкă вилчĕ. 2020 çулта эпир им-çамламалли анасене сахаллатрăмăр, ял хуçалăхĕнче никама та харкашу кирлĕ мар.
Ильшат Фазрахманов палăртнă тăрăх, ĕлĕкрех рапса пысăк тухăçлă культура тенĕ пулсан, халĕ тырă йышши культурăсен хакĕ ÿснĕ. Рапс гектар пуçне 30 центнер тухать, тĕш тырă - 70 ц.. Экономика тĕлĕшĕнчен пăхсассăн, рапс лаптăкĕсене пысăклатма сăлтав çук. Сахаллатсан çеç. Министр фермерсене ансат культурăсем - çу туса илмелли йĕтĕн тата рыжик - акса ÿстерме сĕннĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: